Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тархаслатӑп (Ю. Петухов)

Вӑйлӑ юман йывӑҫ
Сулланать-ҫке ҫил вӗрнипе
Тӑлӑх пепкем ыйтрӗ
Мӗн-ма тӑмасть-ши халь те анне

Тархаслатӑп, аслӑ Турӑ,
Тавӑрсам эс ҫемье чунне
Чун савниҫӗм, ҫамрӑк мӑшӑр,
Ир ҫул тытрӗ Тур патне


Ӗмӗр сан вӗҫленчӗ-и,
Пире уйӑрчӗ сив усал чир
Тӑлӑх туртать сив аллусе,
Мӗнле калас-ши эс ҫуккине

Тархаслатӑп, аслӑ Турӑ,
Тавӑрсам эс ҫемье чунне
Чун савниҫӗм, ҫамрӑк мӑшӑр,
Ир ҫул тытрӗ Тур патне

Юлтӑм эпӗ те тӑлӑха
Ҫемье ӑшши ман халь Турӑпа
Манмӑп, эс пулӑн чӗрере
Килсе ҫӳремчӗ ман тӗлӗке

Тархаслатӑп, аслӑ Турӑ,
Тавӑрсам эс ҫемье чунне
Чун савниҫӗм, ҫамрӑк мӑшӑр,
Ир ҫул тытрӗ Тур патне
Тархаслатӑп, аслӑ Турӑ,
Тавӑрсам эс ҫемье чунне
Чун савниҫӗм, ҫамрӑк мӑшӑр,
Ир ҫул тытрӗ Тур патне

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Юрий Петухов юррисен сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-10-03 21:55:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2441 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем